Витререн те куç хĕсеççĕ çăлтăрсем
Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ганс Христиан Андерсен çуралнă кунĕ, Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне паллă тăваççĕ. Шкулсемпе библиотекăсенче хаваслă тĕлпулусемпе литература уявĕсем, конкурссемпе кĕнеке куравĕсем иртеççĕ. Пĕчĕк вулакансем çыравçăсемпе паллашма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултараççĕ. Вулама юратакансемшĕн чăн-чăн уяв ку! Ăна палăртма Ача-пăча кĕнекин Пĕтĕм тĕнчери канашĕ 1967 çулта йышăннă. Кăçал...