Çамрăк тӗпчевçӗсем
Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра иртнӗ «Яковлев вулавӗсем» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцине республикăри районсенчен шкул ачисем те хастар хутшăнчӗç. Виçӗ ушкăна пайланса вӗсем «Гуманитари наукисем: чӗлхе пӗлӗвӗ тата литература», «Гуманитари наукисем: таврапӗлӳ, истори тата культура», «Çутçанталăк наукисем: хими, биологи, экологи» секцийӗсенче хăйсен наукăпа тӗпчев ӗçӗсене хӳтӗлерӗç, тарăн пӗлӗвӗпе пултарулăхне кăтартрӗç....