Сакăр ывăл ашшӗ
Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу ялӗнче тӗлӗнмелле çын - çирӗп кăмăллă çемье пуçӗ, ăслă канашсем паракан атте, ылтăн алăллă ăста - Алексей Михайлович Митрофанов пурăнать. Çутçанталăк чӗрӗлнӗ вăхăтра çуралнă вăл, апрелӗн 4-мӗшӗнче 83 çул тултарчӗ.
Мăшăрӗпе Нина Семеновнăпа иккӗшӗ Митрофановсем сакăр ывăл çуратса ӳстернӗ, кашнине пӗлӳ панă, салтака ăсатса кӗтсе илнӗ,...