Май. Халăх календарӗ
Улмуççи чечеке ларчӗ-тӗк, çӗр ăшăнса çитет.
8-мӗшӗ - юрлакан вӗçен кайăксем ушкăнăн-ушкăнăн вӗçсе килеççӗ. Çак кун хӗвеллӗ тăрсан - çурхи тырă ăнса пулать.
9-мӗшӗ - ӗлӗк пăрçа акнă тата ир пулакан çӗрулми лартнă.
10-мӗшӗ - май ăшши çирӗпех мар, çанталăк сивӗтет, тăм та ӳкет-ха.
11-мӗшӗ - каç ăшă, тӳпе çăлтăрлă...