60 çул пӗрле
Пăва районӗнчи Элшелӗнче пурăнакан Михаил Михайловичпа Нина Николаевна Тарасовсем çак кунсенче пӗрлешнӗренпе 60 çул çитнине паллă тăваççӗ. Аттепе аннен ачалăхӗ вăрçă çулӗсене лекнӗ, вӗсен ир ӗçе кӳлӗнме тивнӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулса çемье çавăрсан пурнăçри мӗнпур йывăрлăха пӗрле çӗнтерсе пыма тытăннă вӗсем. Пурăна-киле кил-йышра виçӗ ывăлпа пӗр хӗр хушăннă, вӗсене ура...