Тюмень хулинче паян Акатуй
Тюмень тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçисемпе пайташĕсем паян, май уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Мурманскран Байкал таран" çурçÿреве тухнисене Тюмень хулинче кĕтсе илчĕç.
Малтанах Чăваш наци конгресĕн хастарĕсене, регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен ертÿçисене "Тăван" Ассоциаци вырнаçнă çуртпа паллаштарчĕç. Урал тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвĕсен ертÿçи Владимир Логинов, Ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова кунти чăвашсен...