Республикăра спортсменсем пурăнаççӗ
Республикăра физкультурăпа спорта юратакансен шучӗ паян 1 миллион 419 пин . Вăл Тутарстанăн пӗтӗмӗшле халăхӗн 39,83 проценчӗ. Çапла пӗлтернӗ Пӗкӗлмере иртнӗ районсен хушшинчи вӗрентӳ семинарӗнче. Унта Пӗкӗлме район больницин тӗп тухтăрӗ, педиатрсем, терапевтсем, республикăри тӗрлӗ районсенчи сиплев физкультурин инструкторӗсем тата ыттисем те хутшăннă, тесе пӗлтерет ТР сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби....