Спорт туртма пăрахтарать
Республикăра паян çине тăрса ытларах çынна спортпа туслаштарма тăрăшаççӗ. Чиновниксен шучӗпе, халăха клубсемпе, медпунктсемпе çителӗклӗ тивӗçтернӗ, черет спорт площадкисем патне çитнӗ. Кун пирки «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев пӗлтерчӗ.
Ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йӗркине тытса пыма хавхалантарас, вӗсене активлă канупа тивӗçтерес...