Вячеслав Христофоров купăсçăсен конкурсне хакланă
Июнĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Шуçăмра (Новошешминск) "Выля, хут купăс" фестиваль иртнĕ. Çак райцентрта чăваш мероприятийĕсем иртнине астăвакан сахал, çавăнпа кĕвĕ конкурсĕпе кăсăкланакансем пайтахăн пулнă. Фестивале чăваш çамрăкĕсен "Аталан" пĕрлешĕвĕн çамрăкĕсем пуçарăвĕпе йĕркеленĕ, оргкомитет ертÿçи - çак районти Чăваш Шупашкар ялĕнче çуралса ÿснĕ Артем Носков. Конкурса пуçличчен унта хутшăнакан купăсçăсемпе ансамбльсем урамсем...