Кăçал Тутарстан чăвашĕсем виçĕ пĕрешкел конкурс ирттерĕç
Пĕрремĕшĕ июнĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ, иккĕмĕшĕ - паян. Виççĕмĕшне июлĕн 8-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Сăмах чăвашсем юратакан "Янра, хут купăс" фестиваль пирки пырать. Çĕнĕ Шуçăм ялĕнче вăл июнĕн 10-мĕшĕнче иртрĕ, паян Пăва районĕнчи Чăваш Киштекĕнче иртет. Июлĕн 8-мĕшĕнче Нурлатри "Уяв" вăхăтĕнче те купăсçăсен конкурсне ирттерме палăртнă. Интересле пулса тухать. Хăш-пĕр конкурс-уявсене паллă...