Таккаварсем ял старастине Иван Никонорова суйланă
Кашни кайăкшăн, чӗрчуншăн, ăтемшӗн хăйӗн тăван кӗтесӗ, йăви çывăхрах вӗт. Çавăнпа та майăн 27-мӗшӗнчех иртрӗ пулсан та ку уяв, ун çинчен ытларах çырса пӗлтерес килет.
11 сехет тӗлне чӗннӗ хăнасем, кунта çуралса ӳссе тӗнче тăрăх саланнă ял-йыш, чăвашăн илемлӗ тумне тăхăнса клуб умне пухăнчӗ. Кун пек пулăм Таккаварăн историйӗнче пӗрремӗш...