Хусан ЧМ-2018 та хатӗр
Хусан 2018 çулта иртекен футбол тӗнче чемпионатне (ЧМ-2018) йышăнакан хуласен йышне кӗнӗ. Кунта болельщиксемпе хăнасене йышăнмалли инфраструктура йăлтах хатӗр, пӗлтерет «Известия» хаçат Ростуризмăн 2016 çулта пурнăçланă ӗçсене пӗтӗмлетекен доклачӗ çине таянса.
Тутарстансăр пуçне чемпионата йышăнма хатӗррисен списокӗнче Мускав, Санкт-Петербург, Краснодар крайӗ тата Свердловск облаçӗ. Тепӗр ултă субъектра Волгоград, Калининград, Чулхула,...