Саврăшпуçсене Эмине премине панă
Аксу районӗнчи «Саврăшпуç кинемейӗсем» фольклор ансамблӗ йӗркеленнӗренпе нумай мар-ха, апла пулин те ăна районта, республикăра лайăх пӗлеççӗ. Питӗ ăста шăрантараççӗ çав вӗсем халăх юррисене, чӗрене сар çу сӗрнӗ пекех.
Вӗсен юрри-кӗвви чăваш çыравçисене сăвă-калав, повесть-роман çырма та хавхалантараççӗ иккен. Çакă августăн 12-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ Чăваш çыравçисен съездӗнче палăрнă. «Саврăшпуç кинемейӗсем»...