Мăкăр кубокӗ хальхинче рункăсенче
(Ирина Кузьмина). Пăва районӗн чăвашӗсем хӗрӳ ӗçе пăхмасăр спорт валли те вăхăт тупаççӗ. Иртнӗ вырсарникун, августăн 20-мӗшӗнче, Мăкăр ялӗнче аслисем хушшинче ял кубокӗшӗн футбол турнирӗ иртнӗ.
Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Петрович Носов пӗлтернӗ тăрăх, унта Пăва хулинчен, Рункăпа Мăкăртан, Тăхăрьял сборнăйӗ тата кӳршӗллӗ Чăваш Енри Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпапа...