Тулли лавпа та ăмăртаççӗ-и?
Элкел октябрӗн 21-мӗшӗнче районти Сабантуй лапамӗ çумӗнчи ипподромра ут чупăвӗ ирттерме хатӗрленет. Çак уява халăх ыйтнипе йӗркеленине хыпарлать район сайчӗ. Унта çурма ăратлă, рысак лашасем хутшăнаççӗ. «Чи хăвăрт лав» ăмăрту та пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Кӳлнӗ лаша урапи çине 10-шар михӗ тырă тултарса 400 метр дистанцие чупса ăмăртӗç. Паллах, уяв вӗри...