Ригăра Çӗнӗ çула та, Раштава та икӗ хутчен уявлаççӗ
Совет Союзӗ вăхăтӗнче шăпа çынсене ăçта кăна илсе çитермен. Ун чух аслă шкултан е ятарлă вăтам пӗлӳ паракан техникум-училищӗсенчен вӗренсе тухнă хыççăн ӗçлеме направленипе янă. Кама ăçта шăпа пӳрнӗ. Нумайăшӗ ăçта янă, çавăнтах пурăнма юлнă. Çавна пула пирӗн йăхташсем, чăвашсем, тӗнче тăрăх сапаланса пӗтнӗ. Хуть хăш çӗршыва, хулана илсен те...