«КАМАЗ-мастерăн» икӗ экипажӗ «Дакар – 2018» пьедесталӗ çинче!
(Вера Александрова. Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн). Иртнӗ шăматкун, январӗн 20-мӗшӗнче, икӗ эрнене тăсăлнă «Дакар - 2018» ралли Аргентинăри Кордоба хулинче вӗçленчӗ. Юлашки кунсем уйрăмах хӗрӳ пулчӗç. Ăмăрту вӗçлениччен виç кун маларах кăна пирӗн «КАМАЗ-мастер» командăри Эдуард Николаев экипажӗн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра аргентинецчӗ, вӗсен хушшинчи вăхăт пӗр кун 1 минут ытларахчӗ,...