Хыпарсăр çухалнин кăна сумӗ çук
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче вăйлă хӗç-пăшаллă нимӗç захватчикӗсене çӗнтерни совет халăхӗн капашсăр пысăк паттăрлăхӗ. Çӗнтерӗве çывхартас тесе ватти-вӗтти пӗтӗм вăйран тăрăшнă. Паллах, чи йывăрри фронтра пулнă. Мӗн чухлӗ салтак киле таврăнайман? Вăрçăра юн тăкнă кашни салтак хисепре пулмалла. Тутарстанра та акă, юлашки 11 çулта 18974 ветеран хăйӗн пурăнмалли çурт-йӗр...