«Чăваш пики-2018» конкурсчен шутлă кунсем юлчӗç
«Тутарстан чăваш пики» республика конкурсӗн финалӗччен шутлă кунсем кăна юлчӗç. Тунтикун хӗрсем хатӗрленме Хусана килеççӗ. Конкурсанткăсемпе «В Контакте» соцсетьре https://vk.com/tatarstanchuvash ссылкăпа кӗрсе паллашма пулать. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи конкурсра çӗнӗлӗхсем нумай пулаççӗ.
Аса илтеретпӗр, «Тутарстан Чăваш пики» республика конкурсӗ мартăн 10-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче (Хусан, Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) пулать....