Хуласемпе ялсенче футбол выляççӗ
Йăлана пăсмаççӗ чăваш ялӗсенче. Халӗ те, ӗлӗкхи пекех, майăн 1-мӗшӗнче кӳршӗ ялсемпе футбол турнирӗсем ирттереççӗ. Çапла çак кун Пăва районӗнчи Хирти Кушкăра, Аксу районӗнчи Савгачевора, Нурлат районӗнчи Якурккелӗнче тата ытти ялсенче вырăнти футбол турнирӗсем иртнӗ. Ялпа ял, аслисемпе çамрăккисен сборнăйӗсем вăй виçеççӗ.
Майăн 1-мӗшӗче чăвашсем Хусанта та футболла вылярӗç. Ирхине...