г. Казань
Тутарстанăн «Культура мозаики» этноконфесси фестивалӗнче Хусан чăвашӗсен «Аталан» ушкăнӗн хӗрӗсем масмак тума вӗрентрӗç. Сцена çинче «Салам» ансамбль чăваш юррипе савăнтарчӗ.
Республикăри пӗртен-пӗр чăваш министр, ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин ертӳçи Александр Шадриков Нурлатри Якурккелӗнче спорт площадкине уçрӗ.
Арçынсенчен кăна тăракан «Ăраскал» чăваш ансамблӗ пекки республикăра урăх çук.
Элмет чăвашӗн технологийӗ нефть отраслӗнче ӗç хăвăртлăхне 15 процента ӳстерме май парать. Çакăн пек ăсталăхшăн тивӗçнӗ те вăл «Раççей Федерацийӗн Ӗç Паттăрӗ» хисеплӗ ята.
0