ÇӖНӖ ÇУЛТАН МӖН КӖТМЕЛЛЕ?
Экспертсен сăмахӗпе, çӗршывра куллен килте усă курмалли техника, электроника, атă-пушмак, тумтир тата çул укçи ӳсет. Кунсăр пуçне çăкăр, пахча çимӗçпе улма çырла та хакланать. Мӗншӗн тесен Раççей Банкӗ ирттернӗ ыйтăм тăрăх, строительство, транспорт тата суту-илӳ фирмисем Çӗнӗ çултан хăйсен таварӗсен хакне 8 процент таран ӳстерессине пӗлтернӗ. Ку вăл инфляци шайӗнчен те пысăкрах.