ЧĂРĂШ, АННЕ, «ОЛИВЬЕ» ТАТА ВĂЛ
Урамра декабрь вӗçӗ тăрать. Сивӗ çанталăкра утиялпа пуç çийӗн витӗнсе, кăмака çумне çыпăçса ларса лимон янă вӗри чейпе киленес килет. Анчах та сана туххăмрах Çӗнӗ çул умӗнхи ӗçсем çавăрса кӗрсе каяççӗ – уяв умӗнхи туйăмпа киленесси вырăнне лавккасем тăрăх чупа-чупах вăхăтсăр ывăннине туйма пуçлатăн. Е çын çулланнăçемӗн хăй сисмесӗрех тӗлӗнтермӗше, уяв савăнăçне ӗненме пăрахать-ши? Симӗс чăрăш, йăлтăр-йăлтăр теттесем, кӗленче савăтри мандаринсем... санра нимӗнле туйăмах та çуратмаççӗ, хăнăхнă япаласем евӗр курăнма пуçлаççӗ.