«ШУРĂМПУÇ» 100 ÇУЛ ТУЛТАРЧӖ
100 çул каялла январӗн 15-мӗшӗнче Хусанта пӗрремӗш чăваш журналӗ «Шурăмпуç» тухнă. Редакци ӗçченӗсем чăваш писателӗсемпе тачă çыхăнса ӗçленӗ. К.В.Ивановăн «Нарспи», М.Федоровăн «Арçури», Н.Шупуççыннин «Хитре чӗкеç» поэмисем, Ф.Павловăн «Судра» комедийӗ пичетленнӗ. Паллă вырăс писателӗсен произведенийӗсем те журналта тăтăшах кун çути курнă.