ПАЯН ÇУЛТАЛĂК СТУДЕНЧӖ ПАЛЛĂ ПУЛАТЬ
«Çулталăк студенчӗ» премие ытларах «Çулталăк интеллекчӗ» номинаципе хутшăнаççӗ, кăшт сахалрах творчество енӗпе. Проектсем питӗ интереслӗ, вӗсем Тутарстанăн социаллă экономикишӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ Студентсен лигин президенчӗ. Республика премийӗнче гран-при çӗнсе илекен хуть мӗнле çӗршыври аслă шкула та вӗренме кайма пултарать.