РЕДАКЦИ МАН АСРА:
Пӗрремӗш курсра вӗренекенсене, пире, пӗр-пӗр хаçатăн паспортне тума хушнăччӗ. Эп «Суварăнне» тăвас терӗм, Хусана çитрӗм. Ун чух редакци «Идел-Пресăн» 12-мӗш хутӗнчеччӗ, пурте пӗр пысăк пїлӗмре ларатчӗç суварçăсем. Ку вăхăтра Шупашкарти ытти чăвашла хаçат-журналсен редакцийӗсенче те нумайăшӗнче пулнăччӗ-ха, анчах та Хусанти «Сувар» редакцийӗ тăванран та тăванрах пек туйăннăччӗ. Мӗн калăн – хамăрăн вӗт!