НУРЛАТРА ЧĂВАШ КУЛЬТУРА КУНӖ
Мартăн 1-мӗшӗнче Нурлатри Туслăх çуртӗнче Чăваш культурипе литературин кунне ирттереççӗ. Унта Нурлат, Элмет, Лениногорск, Çарăмсан, Аксу тата ытти районсенчи культура ӗçченӗсем, чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем, чăвашлăха юратакансем, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн, «Сунтал» литпӗрлешӳ пайтшӗсем хутшăнаççӗ