Приставкăна почтăрах туянма пулать
Малашне цифра приставкисене Тутарстанри ялсенчи почта уйрăмӗсенче туянма май пуррине хыпарлать ТР Информатизаципе çыхăну министерствин пресс-служби. Цифра сигналне йышăнакан çак хатӗре республикăри ялсенчи – 500, хулари 150 почта уйрăмне кӳнӗ.