Район тухтăрӗ: «Хуласемпе райцентрсенче кăна мар, кашни ялта коронавируспа чирлекенсем пур»
Ку чирпе чирлекенсем пирӗн районта нумай, вилекенсем те сахал мар. Райцентрта кăна мар, кашни ялта чирлисем пур. Манăн тăван ялта та ковидран вилнӗ хӗрарăма пытарчӗç нумай пулмасть. Районти тӗп больницара инфекци уйрăмӗнче вырăн çитменнипе ача-пăча уйрăмне те вăхăтлăха инфекци ернисене сиплемелли туса хучӗç. Томографи тума чи йывăррисене кăна юнашар район центрне илсе каяççӗ. Чирлисем ытла нумай пулнипе унта РКТ туса ӗлкӗреймеççӗ... Ман шутпа, статистика чăн картинăн вуннăмӗш пайне кăна кăтартнă пек туйăнать. Нумайӗшӗн чирлӗ пулсан та мазокӗсем отрицательный пулаççӗ, е анализа тӗрӗс илмеççӗ, е урăх сăлтав.