КОСМОНАВТПА ТӖЛ ПУЛНИ – ӖМӖР АСĂНМАЛĂХ
Апрелӗн 12-мӗшӗнче эпир çуллен Космонавтика кунне паллă тăватпăр. Çак кун шкулсемпе ача сачӗсенче çак куна халалланă мероприятисем, тӗрлӗ конкурссем иртеççӗ, массăллă хыпар хатӗрӗсем те çак паллă уявпа çыхăннă пулăмсене çутатаççӗ. Хальхи саманара, ав, алла смартфон тытса соцсетьсене кăна кӗмелле – тӗнче мӗн халпа пурăнни йăлт куç умӗнче. «Сувар» хаçатăн Ватсапри ушкăнӗнче тăракансем те паянхи кунпа тан утаççӗ. Космонавтика кунӗнче пирӗн туссем пӗрин хыççăн тепри космонавтикăпа, космонавтсемпе çыхăннă асаилӗвӗсене çырма пуçларӗç: хăшӗ хисеплӗ
ентешӗмӗрпе Андриян Николаевпа куçа-куçăн тӗл пулнă, тепри Гагарин ӳснӗ, пурăннă вырăнсенче хӗсметре тăнă, пӗрремӗш космонавтăн хӗрӗпе тӗл пулнă... «Сувар» тусӗсен асаилӗвӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хисеплӗ вулакансем