ЧĂВАШ АЧИСЕМ ВИКТОРИНĂРА
«Мӗн? Ăçта? Хăçан?» вăйă-викторинăн çирӗпленнӗ йăли те пур. Вăл пуçланас умӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ чăваш патшалăх университечӗ презентаци ирттерсе хăйпе паллаштарать. Çав кун ачасем хулари ытти шкулсенчен те килеççӗ. Ыйтусем парса кăсăкланаççӗ, кăмăл пуррисене аслă шкул хапăлласах кӗтет. ЧПУ абитуриенчӗсен шутӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази ачисем кăçал та пулӗç. Чăваш чӗлхипе литературине лайăх пӗлекен, республика, Раççей олимпиадисенче палăрнисем унта вӗренме кайма хатӗрленеççӗ