Çӗнӗ Упире çемье уявӗ ирттерчӗç
Июлӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейре Çемье, юрату тата шанăçлăх кунне паллă тăваççӗ. Çемье вăл – кил, юрату тата пӗр-пӗрне чунтан парăнни.
Июлӗн 7-мӗшӗнче Культура çурчӗн фойинче Çӗнӗ Упири тӗп шкул çумӗнчи «Радуга талантов» лагерьте канакансем хутшăннипе «Çемье – телей утравӗ» уявпа вăйă программи иртрӗ. Уява библиотека, культура, музей ӗçчӗнесем хăтӗрлесе ертсе пычӗç.