Хусан делегацийӗ Аксури Уявра чи хитре тумсемпеччӗ
Рустам Минниханов та ҫулталӑкне пӗрре чӑваш кӗпипе тӑхӑнса ҫынсемпе пӗрле савӑнать пулсан, пирӗн унран тӗслӗх илсен те пӑсмӗ. Президент пире чӑвашла мантарасшӑн мар. Халӑха халӑх пек чӗлхе чӑмӑртаса тытнине лайӑх пӗлет вӑл. Ҫакна унран пӗрре мар илтнӗ. "Уяв" пек мероприятисем пире хунавланма пулӑшасса шанас килет.