Калавсене чи малтан анне вулать
Инесса Шашкина шкул çулӗсенчех хайлавсем çырма пуçланă, тӗрлӗ конкурса хутшăннă. Элӗк районӗн «Пурнăç çулӗпе», Шупашкарта тухса тăракан «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăну тытнă. «Букварьтен – илемлӗ литературăна çити», «Çӗнӗ ятсем уçатпăр», «Çӗнӗ хум» тата ытти пултарулăх конкурсӗнче мала тухнă. Драма, фантастика хайлавӗсем çырать. «Çӗнӗ ятсем уçатпăр» сборникра, «Тăван Атăл» журналта пичетленнӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Пирӗшти патне янă çыру» коллективлă сборника унăн «Йăмра тӗнчи» юмахӗ кӗнӗ. ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗн чи çамрăк пайташӗ.