Раççей экономика министрӗн шучӗпе халяль вăл – инвестицисем, мода тата культура
«Раççей – Ислам тӗнчи: KazanSummit» халăхсен хушшинчи экономика саммитне ирттерме пуçланăранпа тӗнче Хусан çинчен урăх енчен те пӗлме пуçларӗ. Пысăк спорт мероприятийӗсем ирттерме пуçланăранпа Тутарстан çинчен пӗлмен çӗршыв сахал юлчӗ пулӗ çӗр çинче. Экономика форумне йӗркелесе вара Хусан культурăпа спорт тӗп хули пек кăна мар, экономика секторӗнчи лайăх вăйçă пек те палăрчӗ.
«Раççей – Ислам тӗнчи: KazanSummit 2021» саммит кăçал июлӗн 28-30-мӗшӗсенче иртрӗ. Программăна кӗнӗ мероприятисем «Казань Экспо» курав центрӗнче пулчӗç. Виçӗ кун хушшинче пурӗ 90 ытла ӗç сессийӗ иртнӗ, çӗршывсем, регионсем, бизнес хушшинче 20 ытла килӗшӳ çирӗплетнӗ. Хускатнă тӗп темăсем шутӗнче партнерла финанссем, халяль индустрийӗ, çамрăксен дипломатийӗ, медицина, спорт, креативлă индустри, экспорт аталанăвӗ, предпринимательствăпа инвестицисем пулчӗç.