Ăçта чăваш пурăнать, унта хăмла ӳсет
Латинсем хăмлана Humulus lupulus тенӗ. Хăмла яланах хӗвеле май ӳсет. Вăл кунне темиçе сантиметр таранччен ӳсме пултарать. Сăра вӗретме ама-хăмла кăна юрăхлă, аçи – юрăхсăр. Типӗтнӗ хăмла улăмран хытăрах çунать, мӗншӗн тесен унта альфа-кислотасем пур. Хăмлан лăплантаракан эффекчӗ пур, çавăнпа та унран минтерсем туса сутакансем сахал мар.