Чăваш патшалăх драма театрӗ Хусана Яков Ухсайăн «Шуйтан чури» пьеси тăрăх лартнă трагедилле драмăпа килчӗ.
Сентябрӗн 21-мӗшӗнче Г. Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи драма театрӗнче ТР Халăхсен ассамблейин пуçарăвӗпе наци театрӗсен сезонӗ хӳттинче чăвашла спектакль пулчӗ. К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх драма театрӗ Хусана Яков Ухсайăн «Шуйтан чури» пьеси тăрăх лартнă трагедилле постановкăпа паллашрӗç хусансем çак кун.Яков Ухсайăн «Шуйтан чури» пьесăн тӗп шухăшӗ – укçана пула этем çынлăхран тухни. Ылтăн-кӗмӗле пула чун-чӗрипе хытни. Унран та ытларах – ăна шуйттана сутни. Ун серепине лекнӗ çын ырăпа-усала уйăрма пăрахать, тăван та ют пулать, юрату та çухалать ун чӗринче. Тӗрӗссипе, çак тема этемлӗх историйӗшӗн хуть хăçан та актуаллă, вăл кивелмест.