ПӖР ВАТĂ ТА ТИМЛӖХСӖР ЮЛМӖ
Статистика кăтартăвӗсем вӗсем аттракцион евӗр, пӗр çӳлелле кармашаççӗ, пӗр аялалла вирхӗнеççӗ. Республикăра пурăнакансене çул ӳсӗмӗ енчен пăхсан, 2015 çултипе танлаштарсан, Тутарстан халăхӗ ватăлса пыни курăнать. Ултă çул хушшинче пенси çулӗнчи çынсен шучӗ 1,5 процента ӳссе 962,1 пин çынпа танлашнă. 2015 çулта вӗсем 896,1 пин пулнă. Прогнозсем тăрăх, 2030 çул тӗлне ваттисен шучӗ 2021 çултинчен 1,7 процент чухлӗ сахалрах пулать – 923,5 пин çын. Çав вăхăтрах республикăра пурăнакансен пӗтӗмӗшле шучӗ вара ӳсмелле. Ахăртнех ачасем ытларах çуралма пуçлаççӗ.
Çак статистикăна пăхас пулсан ялсем ватăлса пыни те курăнмасть. 2021 çулта яллă вырăнсенче 899,7 пин çын пурăннине палăртнă, çав шутран 254,5 пинӗ (28,3 процент) – ваттисем.