Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче йăла-йӗркесене манмаççӗ
Хăят уявне тавра ялсенчи çынсем кăна мар, аякран килнисем те нумайăн хутшăннă-мӗн. Инçетрен килекенсем Çармăс ялне çӗр каçма кӗнӗ тет. Çулла вӗт-ха, çанталăкӗ ăшă. Çӗр каçма юлнă çамрăк хăнасем каçпа ялти яш-кӗрӗмпе пӗрле вăййа тухнă, алран алла тытса уяв юррисем юрланă. Паллă ӗнтӗ, çакăнта хӗрсемпе каччăсем пӗр-пӗринпе паллашнă. Каярах çапла майпа паллашса туслашнисем туйсем туса пӗрлешнӗ, çӗнӗ çемьесем тӗвӗленнӗ.