Мӗн тума кирлӗ çырав?
Раççейре халăх çыравне вунă çулта пӗрре ирттереççӗ. Вăл çӗршывра мӗн чухлӗ çын, миçе тӗрлӗ наци мӗн чухлӗн пурăннине кăна палăртма мар. Çырав çӗршывра пурăнакансен пурнăç условийӗсене, вӗсен пурăнас лару-тăрăвне, çав шутра тупăш енчен те хаклама май парать. Апла пулсан çӗршывăн экономика аталанăвӗн программине халăха кирлӗ пек çулпа илсе пыма пулăшать. Мӗн тумалла çӗршывра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатассишӗн? Мӗнле программăсем кирлӗ? Мӗнле проблема чи çивӗччи? Çак тата ытти ыйтусене татса пама кирлӗ çырав. Çавăнпа çырава ăнланса пурин те хутшăнмалла