Тӗрӗре чăвашăн чунӗ
Çӗр çинче пурăнакан этем çутçанталăка сăнанă, унăн йӗрӗсене пир, савăт-сапа, килти хатӗрсем çине куçарнă. Çăк йӗрсем ăнсăртран тунисем пулман, вӗсенче хăйӗн пӗлтерӗшӗ пулнă. Эреш çынна, унăн çемйине, выльăхне, çуртне хӳтӗлеме пулăшнă. Каярах тумтир çине çăлтăрсен, хӗвел, шыв, çӗр, сывлăш, чӗрчун тӗрлӗрен кайăк-кӗшӗк паллисем тӗрӗ пек вырнаçа пуçланă. Чăвашсен хушшинче чи анлă сарăлнă тӗрӗ элеменчӗ – «курка аври». Ку эреш тӗслӗхне (ăна мӗнле градуспа авмаллине) пирӗн несӗлсем Алтăр çăлтăрлăхӗнчен (созвездие Белой медведицы) илнӗ. Ӗлӗкхи, тӗрлӗ çӗрсем витӗр куçса çӳренӗ вăхăтсенче, çак çăлтăрлăх пăлхарсемшӗн компас вырăнӗнче пулнă. Ăна кӗлтуса пуç çапма та пултарнă. Мӗншӗн тесен анатрисен те, тури чăвашсен те авалхи тумӗсем çинче «курка аврисем» туллиех.