Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă конкурссем пуçлатпăр. Хутшăнăр!
Кăçалхи январӗн 22-мӗшӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралса ӳснӗ Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрӗ. Тӗлӗнмелле талантлă поэтăн сăввисемпе поэмисем нихăçан та кивелмеççӗ, вӗсем паянхи кун та актуаллă. Тӗрлӗ шайри конкурссенче халӗ те Хусанкай сăввисем янăраççӗ, ытти халăхсем чăваш поэчӗсенчен чи малтан Хусанкая асăнаççӗ. Çакă ахальтен мар. Петр Петрович чăваш халăхӗ валли вилӗмсӗр йӗркесем çырнă кăна мар, ытти халăхсене те хамăр халăх еплерех мăнаçлă пулни пирки каласа панă, хăй те нумай чӗлхерен куçарнă. Ентешӗмӗр тунă ӗçсем вилӗмсӗр. Çавăнпа та Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса «Сувар» хаçатра конкурссем ирттерме шутларăмăр.