«Апла Библире çырнă хăрушă суд вăхăчӗ çитсе пырать пулӗ?» – ыйтаççӗ манран час-час.
Паянхи çăмăл мар лару-тăрура халиччен кӗлӗ сăмахӗсем каласа курманнисем те Турăран пулăшу, çăлăнăç ыйтаççӗ. Нумай ашшӗ-амăшӗн ывăлӗ халӗ Тăван çӗршыва хӳтӗлеме нацистсене хирӗç пуçарнă çар операцине хутшăннă. Вӗсемпе çыхăну çукки хумхантарать, пăшăрхантарать. Çак йывăр вăхăтра турăш умне чӗркуçленсе ларса ывăлне чӗрӗ-сывă хăварма ыйтасси кăна юлать. Çапах мӗн каласа ыйтмалла-ха Турăран, Турă Амăшӗнчен? Хăш çветтуя пуç çапмалла? Тата мӗнлерех ăнлантарать паянхи хирӗçтăрăва чиркӳ? Кун пирки Гурьевски епископӗнчен, Кемерово епархийӗн викарийӗнчен Игнатирен ыйтрăмăр.
– Тăвансем, туссем, чăн та çăмăл мар вăхăтсене чăтса ирттеретпӗр. Çапах паян мӗн пулса иртни çӗнӗлӗх мар. Эпӗ сире Евангелин юлашки сыпăкне – Матфейран каланине вулама сӗнетӗп. Патшалăх çине патшалăх тапăнса кӗрӗ, халăхпа халăх çапăçӗ, тӗрлӗ чир алхасӗ тесе çырнă унта