Уроксем хыççăн «Музейри каҫ» акци иртрӗ
Майӑн 18-мӗшӗнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне халалласа Çӗпрел районӗнчи П.В.Дементьев музейӗнче «Музейри каç» акци иртрĕ. Кӑҫалх ӑна Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа, Ҫӗнӗ Упири вӗренекенсемпе пӗрле "Юмахсен тӗнчинче" вӑйӑ-викторина ирттертӗмӗр.