ÇӖПРЕЛНЕ ÇӖНӖ ИНВЕСТОР КИЛЕТ
Çӗпрелсем пирки каласан, юлашки 20 çулта районта вӗсен куçӗ умӗнче темиçе агрофирма улшăнчӗ. Нумайăшӗнчен халӗ йӗр те юлман. Вăрăм ӗмӗрлисен шутне «Ак Барс-Дрожжаное» агрофирмăна илмелле, хăй вăл «Ак Барс» холдинг компанине кӗрет. 2011 çултанпа хуçаланчӗ вăл Çӗпрел çӗрӗсемпе. Апла-и, капла-и, анчах кашни хуçа вăхăтӗнче те ӗçӗ пӗрешкел – ана-хирсене сухаласа акмалла, тухăç пуçтармалла, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетмелле. Чи кирли ку ӗçре – кăтартусене ӳстерсе пырасси, ял хуçалăх ӗçченӗсен пурнăçне лайăхлатасси. Урăхла каласан, агрофирмăра ӗçлекенсен шалăвне тивӗçлӗ шая çитересси.
Апрелӗн 26-мӗшӗнче Çӗпрелӗнче çӗнӗ агрохолдинг – «Чистополье» – килесси паллă пулчӗ.