«КАРАВОН» ÇУМĂРА ПАРĂНМАРӖ
Вырăс культурин уявӗ Лайăш районӗнче 30-мӗш хут иртрӗ
Çуллахи Микуларан (çу уйăхӗн 22-мӗшӗ) Тутарстанра наци уявӗсем старта тухаççӗ. Чăвашсем Уяв юррисем юрлама пуçлаççӗ, вырăссен те юрă уявӗ çак çветтуйпа çыхăннă – Лайăш районӗнчи Вырăс Никольски салинче «Каравон» ирттернӗ. Ку йăлана совет влаçӗ вăхăтӗнче уççăн пулмасан та тытса пынă. «Каравона» юнашар ялсенчен кăна мар, Хусантан та çӳренӗ. 90-мӗш çулсенче вара ăна официаллă праçник пек ирттерме пуçланă.