Йӗпе çанталăк марисен уявне кансӗрленӗ
Шăматкун Тутарстанри Агрыз районӗнчи Кадряково ялӗнче мари культурин «Семык» уявӗ иртнӗ. Анлă мероприяти марисене Тутарстанран тата Раççейри регионсенчен пуçтарнă. Пирӗн республикăра марисем Агрыз, Актаныш, Арск, Балтаси, Елабуга, Кукмор, Менделеевски, Мензелиск, тата ытти районсенче йышлă пурăнаççӗ.