Ял хуçалăхӗнчи цифровизаци: ятарлă программăсем хирӗн кашни сантиметрне тӗрӗс виçеççӗ
Пӗр 10 – 15 çул каялла кăна-ха ял хуçалăхпа интернет çуммăн тăрайман япаласем пек туйăнатчӗç. Паян интернет çӗр ӗçченӗн пысăк пулăшуçи. Пăва районӗнчи «Ембулатово» производствăпа ял хуçалăх кооперативӗн тӗп специалисчӗсем «Виалон», «ДижиХоз», «DairyComp305» тата ытти программăсене алла илсе хирте, фермăсенчи ӗçе иртен пуçласа каçченех онлайн мелӗпе сăнаса тăраççӗ. Çакă ӗçе çăмăллатать кăна мар, тăкака перекетлеме те пулăшать иккен.