Наци проекчӗпе Тутарстанра Йошкар-Ола – Ешӗлвар çулăн участокне М7 трасса таранах юсаса çӗнетӗç
Хусантан Шупашкара икӗ çулпа кайма пулать. Пӗри – Çӗрпӳ урлă выртакан Мускав çулӗ, анчах та унта машина нумай. Тепри – Марий Эл вăрманӗсем урли – инçерех, анчах унта машинасем сахалтарах. Пӗлтӗр икӗ çул çинче те кӗперсене юсатчӗç, çавна кура машинăсем капланса ларни çул вăхăтне самай пысăклататчӗ. Кăçал та çул юсавӗсӗр иртмест пулмалла.