«Сувар» хаçат редакцийӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа вӗренекенсен хушшинче онлайн-конкурс ирттерет
«Сувар» хаçат редакцийӗ Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе Раççейре Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗ пулнине тата чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Тутарстан Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп тата вăтам шкулсенче вӗренекенсен хушшинче «Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурс ирттерет.